Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Хырай Енел вăтам шкулĕнче 2-11 классенче «Чĕвĕлти чĕкеç – 2016» вăйă-конкурс иртрĕ. Ку конкурса шкулти 16 вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ. Конкурсри ыйтусем питĕ кăсăклă, çапах та ачасем йывăрлăхран хăрамарĕç. Пĕр сехет çурă пыракан ăмăртура тĕрĕс хуравсем пама тăрăшрĕç, малашне чăваш чĕлхи вăрттăнлăхĕсемпе ытларах кăсăкланмаллине ăнланчĕç. Паллах, пурте çĕнтерÿçĕ пулаймаççĕ.Ҫапах та çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пирĕн шкулти ачасем те пуласса шанатпăр.